Amazon Великобританире Amazon Autos сервисне ӗҫе кӗртме шутлать, ӑна интернет урлӑ автомобиль сутма хатӗрленӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнчен ҫак платформа урлӑ ҫӗршывра пурӑнакансем ҫӗннисене те, усӑ курнӑ автомобильсене те туянма пултарӗҫ.
Ҫапла вара, Amazon Autos сервисӗ пӗрремӗш хут АПШ тулашне тухӗ. Аслӑ Британире ҫак проекта Hyundai компанипе пӗрле пурнӑҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне туянакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче вырнаҫнӑ 200 автосалонра сӗнекен автомобильсене платформа урлӑ заказ пама пултарӗҫ.
Amazon малашне автомобиль сутассине хутшӑнакан ытти компанисемпе те ҫыхӑну тытма шутлать. Сервисӑн тепӗр уйрӑмлӑхӗ — клиентсем хӑйсен автомобильӗсен рынокри хакне палӑртма пултарасси.
Хальхи вӑхӑтра Amazon Autos платформинче 35 автомобиль марки пур. Ҫӗнӗ сервиса ӗҫе кӗртни компанин автомобиль суту-илӗвӗн рынокӗнчи тӗнчери ӗҫ-хӗлне сарас енӗпе тунӑ пысӑк утӑмсенчен пӗри пулӗ.





