Сейтназар Сейди ячӗллӗ Туркмени патшалӑх педагогика институтӗнче математика тата ӑна вӗрентмелли меслетсен кафедрин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан аслӑ вӗрентекен Ширали Баеков Туркменистанри аслӑ шкулсенчи педагогика коллективӗсем хушшинче иртнӗ «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» патшалӑх конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ăмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе Ширали Баеков 149,05 балл пухнӑ.

Çӗнтерӳҫӗсене палӑртмалли тӗп критерисем - аслӑ шкулсен рейтинг тытӑмӗнчи педагогика коллективӗн кӑтартӑвӗсем, ҫавӑн пекех цифра платформинче автоматла майпа шутласа кӑларнӑ кӑтартусем пулчӗҫ.

Аслӑ шкулсенчи педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне, наукӑпа педагогика ӗҫ-хӗлне тата вӗсем вӗрентÿ тытӑмне аталантарас ӗҫре мӗнле тӳпе хывнине палӑртас тӗллевпе «Çулталӑк вӗрентекенӗ» патшалӑх конкурсӗ иртрӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерỹҫӗсене тата призлӑ вырӑнсене йышӑннӑ педагогсене Туркмени Вӗрентÿ министерствин дипломӗсене парӗҫ.