Лебап велаячӗн Фарап этрапӗнче этрап территорийӗнче тунӑ 600 вырӑнлӑ ҫӗнӗ вӑтам шкула Пӗлӳ тата вӗренекенсен кунӗ ячӗпе церемониаллӑ хута яма хатӗрленеҫҫӗ.

Пирӗн ҫӗршывра вӗрентÿ тытӑмне модернизацилес тата ҫитӗнекен ӑрӑва хальхи йышши пӗлӳ илме кирлӗ пек условисем туса парас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсен шайӗнче Фарап этрапӗнче ҫӗнӗ вӗренÿ заведенийӗн строительстви ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

600 вырӑнлӑх вӑтам шкул тума контракта 2025 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнче «Лебап велаят хякимлик» капиталлӑ строительство управленийӗпе «Башнур» хуҫалӑх обществи хушшинче тунӑ.

Çӗнӗ вӗренӳ заведенийӗ хута кайни Фарап етрапӗнче вӗренекенсене пӗлỹ илме хальхи вӑхӑтри тата хӑтлӑ условисем туса пама пулӑшӗ. Шкулта ҫитӗнекен ӑрӑва пахалӑхлӑ пӗлÿ илме, ÿт-пӳ тата чун-чӗре енчен аталанма, ҫавӑн пекех тӗрлӗ енӗпе пултарулӑхпа ӑсталӑха ÿстерме кирлӗ пек майсем туса параҫҫӗ.

600 вырӑнлӑ ҫӗнӗ вӑтам шкул Фарап этрапӗн вӗренÿ тытӑмӗн пурлӑхпа техника никӗсне тата та ҫирӗплетӗ. Çав вӑхӑтрах вӑл ҫамрӑксене хальхи вӑхӑтри пӗлӳпе воспитани илме майсем туса панин тепӗр уҫӑмлӑ кӑтартӑвӗ пулса тӑрӗ.