Лебап районӗнчи Берекет этрапа вырнаҫнӑ «Нурлӑ Мейдан» хуҫалӑх Туркменабат патӗнче вырнаҫнӑ кайӑк-кӗшӗк комплексӗн производство ҫурчӗсене арендӑна илсе кунта производство йӗркеленӗ.

Туркменистанӑн суту-илӳ тата тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен министерствин велаят потребитель обществисен пӗрлешӗвӗн харпӑрлӑхӗнчи кайӑк-кӗшӗк комплексӗнче хальхи вӑхӑтра производство ӗҫӗсем палӑртнӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ. Çӗнӗ производство участокӗнче санитари, ветеринари тата зоотехника нормативӗсене пӑхӑнассине уйрӑмах тимлеҫҫӗ.

Хуҫалӑхӑн тӗп производство комплексӗ   50 гектар йышӑнать. Унта ҫулталӑкра 16 миллион ҫӑмарта тата 8 пин тонна чӑх ашӗ туса илме палӑртнӑ производство цехӗсем, 14 миллион чӑх чӗпӗ кӑларма пултаракан инкубатор пур.

Хуҫалӑх, Туркменабад ҫывӑхӗнчи кайӑк-кӗшӗк комплексӗн производство ҫурчӗсемпе пӗрлех, Балканабад патӗнче вырнаҫнӑ кайӑк-кӗшӗк комплексӗн производство объекчӗсене те арендӑна илнӗ.

Çӗнӗ производство объекчӗсем хута кайни кайӑк-кӗшӗк отраслӗнче производствӑна ÿстерме тата чӑх какайӗпе ҫӑмарта продукцийӗн шалти рынокри ыйтӑвне тивӗҫтерме май парӗ.