Туркменистанра строительствӑпа промышленноҫ комплексӗ аталанни, производство предприятийӗсене модернизацилени тата ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртни халӑх хуҫалӑхне ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Ку енӗпе ӗҫлени Лебап районӗн социаллӑ-экономикӑллӑ аталанӑвӗнче те палӑрать.
Çакӑнӑн уҫӑмлӑ тӗслӗхӗ кӑҫалхи ҫулталӑк хушшинче районта пысӑк пӗлтерӗшлӗ темиҫе объект уҫӑлни пулчӗ. Çӗртме уйӑхӗнче Ашхабад-Туркменабат пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ автоҫулӑн Мария-Туркменабат участокне чаплӑн уҫнӑ. Çӗнӗ ҫул шалти транспорта ҫӑмӑллатать кӑна мар, тӗнчери транспорт тата транзит коридорӗсен пултарулӑхне те анлӑлатать.
Кӗркунне пӗрремӗш кунӗнче Сейитназар Сейди ячӗллӗ Туркмени патшалӑх педагогика институчӗн ҫурчӗсен ҫӗнӗ комплексне уҫрӗҫ. Кунта студентсене пӗлӳ илме, профессие алла илме тата тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме кирлӗ пек условисем йӗркеленӗ.
Çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ май Чаржевски тата Фарап этрапӗсенче те хальхи йышши шкул ҫурчӗсем хута кайрӗҫ. Çак вӗренÿ заведенийӗсем ҫамрӑк ӑрӑва хальхи вӑхӑтри пӗлÿпе воспитани парса тивӗҫтерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Регионта строительство, промышленноҫ, энергетика тата хими пайӗсенче пурнӑҫлакан ӗҫсем халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма, производство хӑватне сарма тата экономика аталанӑвне вӑйлатма тӗллев лартнӑ.







