Лебап районӗнчи Койтендаг этрапӗнче вырнаҫнӑ цемент завочӗ пысӑк пахалӑхлӑ строительство материалӗсем туса кӑларакан пысӑк предприятисенчен пӗри шутланать. Заводӑн иккӗмӗш тапхӑрне 2024 ҫулта хута яни цемент туса кӑлармалли калӑпӑша палӑрмаллах ÿстерме май пачӗ.
Енчен те пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта обществӑра 1 миллион та 251,6 пин тонна цемент туса кӑларнӑ пулсан, 2026 ҫулхи малтанхи вунӑ уйӑхра ку кӑтарту 1 миллион та 701,1 пин тонна ҫитнӗ. Завод туса кӑларакан продукцие шалти рынокра питӗ ыйтаҫҫӗ, унӑн самай пысӑк пайне чикӗ леш енне ӑсатаҫҫӗ.
Общество цемент пахалӑхне, производствӑн экономика тухӑҫлӑхне тата тавралӑх ыйтӑвӗсене пӑхӑннине уйрӑмах тимлӗх уйӑрать. Кунта тӗрлӗ йышши портландцемент туса кӑлараҫҫӗ, ҫавӑн пекех гидравлика сооруженийӗсене тунӑ чухне анлӑ усӑ куракан пысӑк пахалӑхлӑ сульфат чӑтӑмлӑ цемент туса кӑлараҫҫӗ.
Хатӗр продукцие складсене ятарлӑ конвейерсем урлӑ илсе ҫитереҫҫӗ. Унтан цемента михӗсене тултараҫҫӗ те ҫулпа ӑсатаҫҫӗ е ҫитес ҫӗре ҫитермелли вакунсем ҫине йышлӑн тиесе каяҫҫӗ. Производство процесӗн тӑтӑшлӑхне тӗп диспетчер уйрӑмӗн специалисчӗсем автоматизациленӗ тытӑмпа усӑ курса тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ производствӑн пур тапхӑрне те тӑтӑшах сӑнаса тӑма тата продукцие вӑхӑтра ӑсатма май парать.
Производствӑра усӑ куракан чӗр тавар пахалӑхне лабораторире ҫирӗп тӗрӗслев витӗр кӑлараҫҫӗ. Предприятие Германири, Турцири тата Европӑри ытти ҫӗршыври малта пыракан компанисен хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерни тӗнче шайӗнчи стандартсене тивӗҫтерекен продукци туса кӑларма пулӑшать.
Койтендаг районӗнчи пуян ҫутҫанталӑк запасӗсем, ҫав шутра извеҫ чулӗ, кварц хӑйӑрӗ, гипс тата тӑм, ҫавӑн пекех ҫӗр лаптӑкӗсем завод ҫывӑхӗнче пулни продукци туса илме меллӗ условисем туса параҫҫӗ. Çакӑ чӗр тавар турттармалли тӑкаксене чакарма, продукци хакне чакарма тата предприятин экономика тухӑҫлӑхне ӳстерме май парать.






