Лебап Велаятӑн гражданла оборона тата ҫӑлав ӗҫӗсен управленийӗ ҫутҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан халӑха пулӑшу парас тата граждансен чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кӗтсе илме хатӗрлӗхне ÿстерес ыйтусемпе вӗренӳ семинарӗ ирттернӗ.
Мероприятие халӑхсем хушшинчи экспертсем, ҫавӑн пекех Туркменири сывлӑх сыхлавӗпе медицина промышленноҫӗн министерствин, Ĕҫлев тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министерствин, Тавралӑх сыхлав министерствин тата тивӗҫлӗ ытти ведомствӑн представителӗсем хутшӑннӑ.
Вӗрентӳ семинарӗнче ҫутҫанталӑк инкекӗ тата ытти чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан халӑха вӑхӑтра пӗлтерес, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, ҫавӑн пекех кунашкал лару-тӑрура хӑйсене тӗрӗс тытас ӑсталӑхне аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Пухӑннисем пӗр-пӗринпе шухӑш-кӑмӑлпа паллашрӗҫ, ку енӗпе хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Туркменистанӑн Наци Хӗрлӗ Ҫурла обществин представителӗсем тата велаятӑн Гражданла оборона тата ҫӑлав ӗҫӗсен управленийӗн представителӗсем тӗрлӗ ҫутҫанталӑк тата социаллӑ пӑтӑрмахсенче шар курнисене пӗрремӗш пулӑшу памалли меслетсем, ҫавӑн пекех кирлӗ ӗҫсен йӗрки пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.
Семинар вӑхӑтӗнче ирттернӗ ыйту-хурав сеансӗсем, ҫавӑн пекех кӑтартнӑ вӗрентÿ роликӗсем пухӑннисен пӗлӗвне анлӑлатма, практика ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшрӗҫ.
Çакӑн пек вӗрентÿ семинарӗсем халӑхӑн чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кӗтме хатӗрлӗхне ӳстерме, ҫӑлав ӗҫӗсен тухӑҫлӑхне тивӗҫтерме тата обществӑра хӑрушсӑрлӑх культурине аталантарма пӗлтерӗшлӗ.







