Тӗнчипе паллӑ LEGO тетте компанийӗ Португалире Европӑра хӑйӗн тӑваттӑмӗш производство заводне тума палӑртать. Дани компанийӗ ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртме 1 млрд евро хывӗ.

Завода Португалири Эстарреха хулинче тӑвӗҫ. Строительство ӗҫне ҫитес ҫул тытӑнма палӑртнӑ, производство комплексне вара 2030 ҫулта хута ямалла.Проект шайӗнче хальхи вӑхӑтри автоматизациленӗ технологисемпе тивӗҫтернӗ предприяти туса хурӗҫ, вӑл пин ытла ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерӗ.

Çӗнӗ производство комплексӗ  60 гектар лаптӑк йышӑнӗ. Хупӑ производство тата ытти объектсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 115 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. Предприятире туса кӑларнӑ теттесене Европа, Çывӑх Хӗвелтухӑҫ тата Африка ҫӗршывӗсен рынокӗсене ҫитерӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра Европӑра Данире, Венгрире тата Чехире LEGO производство объекчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Португалире ҫӗкленекен ҫӗнӗ завод компанин регионти производство хӑватне тата та ÿстерӗ.

Уйрӑм пайсенчен пуҫтарнӑ LEGO строительство комплекчӗсем тӗрлӗ ÿсӗмри ачасем хушшинче питӗ анлӑ сарӑлнӑ, вӗсем пултарулӑх тата дизайн ӑсталӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.